«Раҫҫейри Danone» компани пуҫлӑхӗ Бернар Дюкро «Газета.Ru» хаҫата панӑ интервьюра Томскри тата Шупашкарти савутсене сутма хатӗрри пирки пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Аса илтеретпӗр: асӑннӑ компанин Шупашкарти тата Томскри савучӗсене пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче кризиса пула хупнӑччӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 106 ҫын ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑх пулнӑ. Халӗ вӗсенчен ҫуррине тӗрлӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑ. Ку уйӑхра тата тепӗр 53 ҫыннӑ ӗҫ шырама тивӗ. Ҫав вӑхӑтрах республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче Чӑваш Енӗн правительстви савутра тӑрӑшнисене пулӑшма, вӗсене ытти предприяти-организацие вырнаҫма май туса пама тӑрӑшнине ӗнентереҫҫӗ.
Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче виҫӗ ҫул тӑрӑшнӑ Николай Якимова виҫӗм кун, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ку должноҫрен кӑларасси пирки хушу пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Николай Петрович ял хуҫалӑх отраслӗнче пысӑк опытлӑ пулнине унӑн ӗҫтешӗсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ӗнертенпе Николай Якимова «Нива» вӗренӳ центрне ертсе пыма шаннӑ. Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ май республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ун пирки ырӑ сӑмахсем самай каланӑ, Николай Якимовӑн агропромышленность комплексӗнчи ӗҫ опытне палӑртса хӑварнӑ.
«Нива» вӗренӳ центрне чылай ҫул ертсе пынӑ Владимир Яковлев нумаях пулмасть «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприяти пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пыма тытӑннӑ.
Паянтанпа Чӑваш наци телекуравне Александр Магарин ертсе пыма пӑрахнӑ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин кун пирки хушӑва ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алла Салаева тӗлӗшпе ӗнер Михаил Игнатьев Элтепер Указ кӑларнинче вӑл урӑх ӗҫе куҫнипе сӑлтавланӑччӗ-ха, Александр Магарин пирки апла калани ҫук. Наци телекуравне вӑл 2014 ҫулхи кӑрлачра ертсе пыма тытӑннӑччӗ. Унччен ку пукан темиҫе уйӑх ҫӗнӗ хуҫине кӗтсе пушӑ ларнӑччӗ.
Ӗнер, сӑмах май каласан, тепӗр хушу та пулнӑ. Вӑл — республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе ҫыхӑннӑскер. Николай Якимова ку должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ку утӑм мӗнпе ҫыхӑннине те премьер-министр хушӑвӗнче ӑнлантарса тӑман.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян 36-мӗш Указа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Алла Салаева тӗлӗшпе хатӗрленӗ.
Указпа килӗшӳллӗн, Алла Салаевӑна ку должноҫран кӑларнӑ. Мӗншӗн? Урӑх ӗҫе куҫнӑран. Анчах малашне вӑл мӗнле должноҫ йышӑнассине хальлӗхе пӗлтермен. Указ алӑ пуснӑ кунранпа вӑя кӗнӗ.
Аса илтерер: Алла Салаевӑна ку должноҫе пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчӗ ҫирӗплетнӗ. Вӑл — педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. 2003 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен — Шупашкар хула администрацийӗнче культура управленийӗн пуҫлӑхӗнче, 2012 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчен администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Енре Шалти ӗҫсен министерствине урӑх ҫын министр пулса ертсе пырӗ. Вӑл — полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин.Унччен вӑл Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ. Сергей Неяскин Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Вырӑнти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов ӗҫрен каяссине пӗлтернине эпир иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ хыпарпа вӑл хӑйӗн ӗҫтешӗсене видеоконференци мелӗпе территори подразделенисемпе ирттернӗ канашлура каланӑччӗ. Маларах Сергей Семенов министра Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тесе орден медалӗпе чысланӑччӗ.
Вӑрнар район администрацийӗнче унти прокуратура хута кӗнипе ҫамрӑк специалиста каялла ӗҫе илнӗ.
Аслӑ шкул пӗтернӗ ҫав ҫамрӑка муниципалитет службине, район администрацийӗн строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайне, ертсе пыракан специалист-эксперта илнӗ чухне хайхи каччӑпа 3 уйӑхлӑх сӑнав вӑхӑчӗ тесе килӗшӳ тунӑ. Кайран ӑна, сӑнав тапхӑрне тухайман тесе, муниципалитет служащийӗнчен хӑтарнӑ.
Ку факта район прокуратури тӗрӗсленӗ те тӳре-шара ӗҫ саккунне пӑснине асӑрханӑ. Тин кӑна (ҫулталӑкран каярах) аслӑ шкул пӗтернӗ, специальноҫпа ӗҫе вырнаҫнӑ ҫынпа сӑнав вӑхачӗ палӑртма юрамасть иккен.
Йӗркене пӑснӑ пай пуҫлӑхне 4 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, каччӑна ӗҫе тепӗр хутчен илмелле тунӑ.
ЧР Ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ — 1 процент.
Эрнесерен ирттерекен мониторингра палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра 6111 ӗҫсӗр ҫынна официаллӑ мелпе регистрациленӗ. Ӗҫсӗрлӗх, ӗҫлекенсен йышӗпе танлаштарсан, 0,91 процент.
Ӗҫсӗррисен йышӗ Ҫӗрпӳ районӗнче (0,22 процент), Муркашра (0,29 процент) тата Комсомольскинче (0,33 процент) нумайрах. 7733 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшать.
ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 12471 ваканси пур. Пушӑ вырӑнсем пирки 1769 ӗҫпе тивӗҫтерекен организаци пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре вӗренсе тухакансене ӗҫе илекенсене хысна шучӗпе пулӑшасшӑн. Кун пирки республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пынипе канашлу ирттернӗ. Унта ӗҫпе тивӗҫтерекенсене тата вӗренӳ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсене пухнӑ. Унта вӗсене ӗҫ рынокӗнчи кӑткӑслӑха сирмелли программӑн майӗсемпе паллаштарнӑ.
Сергей Димитриев министр ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗренӳ заведенийӗсене бюджет шучӗпе вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫе вырнаҫнисене шалу тӳленин пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштарма май пур. Программӑра пӑхнӑ тӑрӑх, малтанхи ҫур ҫулта чи пӗчӗк ӗҫ укҫи тата патшалӑхӑн бюджет мар фончӗсене тӳлекен страхлакан взнос чухлӗ саплаштарӗҫ. Вӑхӑтлӑх ӗҫе илсен виҫӗ уйӑх хушши саплаштарса тӑрӗҫ. Уйӑхра ҫапла вара предприяти-организацисене ӗҫе илнӗ кашни выпускникшӑн 9 пин те 100 тенкӗ тӳлӗҫ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче районти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри — муниципалитета ертсе пыракана палӑртассипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова ҫак уйӑхра арестленӗ. Георгий Егоров тӗлӗшпе тӗпчев пынӑ вӑхӑтра ӑна суд килте лармалла тунӑ.
Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи ларӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче тӑрӑшакан, экономика пайне ертсе пыракан 52 ҫулти Зоя Маслована шаннӑ.
Район администрацийӗн шайӗнче карьера тума пуҫличчен ҫак хӗрарӑм асӑннӑ районти казначействӑна ертсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин Чӑваш Енрех юлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, И. Моторин Коми Республикине тухса каять текен хыпара интернет-кӑларӑмсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, хытах сӳтсе явнӑччӗ. Анчах премьер-министр ӑна унта чӗннине йышӑннӑ, анчах кунтах юлма йышӑннине пӗлтернӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енрен Коми Республикине кайма килӗшекен тупӑннӑ. Вӑл — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ Анатолий Князев. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Шупашкар район администрацине чылай ҫул ертсе пынӑччӗ. Район пуҫлӑхне лариччен райадминистрацире ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗнче тата маларах Апаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Чӑваш парламентӗнче ӑна спикер ҫумӗ пулма та пӗр вӑхӑтра шаннӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |